Чӑваш Енри пилӗк районта ҫуракине тухнӑ. Паянхи куна илсен Улатӑр, Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк тата Йӗпреҫ районӗсенче ҫуртри культурӑсене акаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул ку вӑхӑтра сеялкӑсем хире тухайман-ха. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2018 ҫулхи ака ҫак уйӑхӑн 25-мӗшӗнче ҫеҫ пуҫӑннӑ.
Паян республикӑри 16 районта кӗрхи культурӑсене апатлантараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне 9 районта нумай ҫул ӳсекен курӑк уйӗсенче те удобрени сапаҫҫӗ. Сӑмах май каласан, пӗлтӗрхи ку вӑхӑтра кӗрхисене апатлантарма пуҫлайман. Нумай ҫул ӳсекен курӑксене те пӗлтӗр каярах юлса сӳрелеме тытӑннӑ. Кӑҫал, акӑ, 9 районта ҫак енӗпе тимлеҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне 14 районти хуҫалӑхсем тӗштырӑ эмеллеҫҫӗ, 8 районта ҫӗр улмине яровилизацилеме кӑларнӑ.
ЧР Министрсен Кабинечӗ пушар тухас хӑрушлӑх пуҫланакан сезон хӑҫан тытӑнассине палӑртнӑ: ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен. Инкеклӗ лару-тӑру комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗнче Атӑли федераци округӗнче сывлӑш температури ытти ҫулти вӑтам кӑтартуран пысӑкрах пулӗ, ҫумӑр вара сахалрах ҫӑвӗ. Эппин, вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк.
Правительство 9 муниципалитетри 13 ялта вӑрман пушарӗ тухас хӑрушлӑх пуррине палӑртнӑ. Ҫак списока Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Пӑрачкав, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш районӗсем кӗнӗ.
Вӑрмансенче кӑвайт чӗртме, типӗ курӑк ҫунтарма юрамӗ. Ҫак тата ытти йӗркене пӑхӑнманшӑн административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Ахаль ҫынсен – 1500-3000, должноҫри ҫынсен – 10000-20000, юридици сӑпачӗсен 50000-200000 тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ.
Ҫӗршӗн вӑрҫӑнма хушманнине пурте пӗлетпӗр-ха. Апла пулин те хӑшӗсем ют пурлӑх ҫине пырса кӗрсе ят илтесрен хӑрамаҫҫӗ.
Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта планпа пӑхман виҫӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫапла тума вӗсене унта ҫитнӗ ҫӑхавсем хистенӗ. Тӗрӗслев ҫынсемпе организацисем ахальтен пулӑшу ыйтманнине ҫирӗплетсе панӑ.
Патӑрьел районӗнчи усламҫӑ автозаправка станцийӗ валли ҫӗр лаптӑкӗн пӗр пайне хӑй тӗллӗн йышӑннӑ. Хайхискер ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр ҫине пырса кӗнӗ. Пурӗ 289 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче хуҫаланма тытӑннӑ вӑл. Ҫӗрӗн хуҫи хӑйӗн пурлӑхӗ ҫине пырса кӗнине ӑнланмасӑрах юлнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче пӗр организаци ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ 567 тӑваткал метр лаптӑк ҫӗр ҫине хӑйӑр тата вак чул тӑкма тытӑннӑ.
Шупашкар районӗнчи усламҫӑ райпо ҫӗрӗ шутланакан 18 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ. Унта вӑл тимӗртен конструкци вырнаҫтарнӑ.
Ҫӗр саккуне пӑсакансене пурне те явап тыттараҫҫӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви кӑҫал ейӳ ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче сарӑлма пултарасси пирки асӑрхаттарать. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, Улатӑр хулинче, Патӑрьел, Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Елчӗк районӗсенче ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур. Асӑннӑ тӑрӑхсенче 9 ялти 330 ҫурта, 3 автоҫула шыв илме пултарать.
Синоптиксем лӑплантараҫҫӗ: кӑҫал ейӳ лӑпкӑ иртмелле. Юрта нӳрӗк нумай пулсан та пур ҫӗрте те тенӗ пекех ҫӗр 36 сантиметртан тарӑнрах шӑнман. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, икӗ хут пӗчӗкрех.
Кӑнтӑр енчи районсенче лару-тӑру лӑпках-ха. Пӑла юханшывӗнче пӑр тапраннӑ, унти шыв шайӗ майӗпен пӗчӗкленет. Ҫӑлавҫӑсем те сыхӑ тӑраҫҫӗ.
Ӗнер ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, каҫхи 5 сехет ҫурӑра Вӑрнар районӗнчи Тимӗрҫкасси ялӗнче пушар алхаснӑ. Шел те, инкекре ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пушара сӳнтерсен 73 ҫулти кил хуҫин тата унӑн 75-ри мӑшӑрӗн виллисене тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар асӑрханмасӑр пирус туртнӑшӑн тухнӑ. Ҫулӑм йывӑҫ ҫуртӑн шалти отделкине, пурлӑха тӗп тунӑ.
Патӑрьел районӗнчи Люля поселокӗнче те инкек пулнӑ. Каҫхи 9 сехетре унта та йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм 30 ҫулти кил хуҫин хуралтисене те тӗп тунӑ. Хӑй чиперех, анчах унӑн 54 ҫулти тусӗ вара пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Патӑрьел район прокуратури асӑннӑ тӑрӑхри тӳре-шара ӗҫри машинӑпа канмалли кун усӑ курнине тупса палӑртнӑ.
Ҫӳллех мар вырӑнта ҫемҫе пукан йышӑнаканскерсем ҫапла хӑтланнине надзор органӗ коррупци тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем ҫинчен калакан федераци саккунӗсене пӑсни тесе хакланӑ.
Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тата Патӑрьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ канмалли кун Патӑрьел район территорийӗн тулашне ӗҫри машинӑсемпе кайнӑ иккен. Ҫав ҫулҫӳрев ӗҫпе ҫыхӑнман-мӗн. Прокуратура ҫакна Раҫҫейӗн Административлӑ кодексӗн 19-мӗш статйин 1-мӗш пайне пӑсни пулать тесе йышӑннӑ.
Патӑрьел районӗнчи миравай тӳре хайхи тӳре-шарана администратвилӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ пуҫлӑха тӳрре кӑларман. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ӳсӗр ҫын ҫине машинӑпа пырса кӗнӗ.
Инкек Патӑрьел районӗнче «Калинино-Патӑрьел-Елчӗк» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. «Тойота-Камри» машинӑна тытса пыракан 31 ҫулти арҫын ҫул ҫинче ҫывӑрса кайнӑ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Машина айне лекнӗ 51 ҫулти этем сусӑр пулса юлнӑ.
Машина рульне тытса пынӑ Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ хӑйӗн айӑпне йышӑнман иккен. Чылай экспертиза ирттернӗ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем машина ытла хӑвӑрт пынине палӑртнӑ.
Айӑпне йышӑнман пулин те руль умӗнчи ҫын шар курнӑ арҫынна 100 пин тенкӗ укҫа куҫарса, эмел, сусӑр кӳми туянса панӑ. Патӑрьел район сучӗ водителе каҫарма йышӑннӑ. Анчах Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ ҫав приговора пӑрахӑҫланӑ.
Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра пурӑнакан мӑшӑр 60 ҫул алла-аллӑн тытӑнса пурнӑҫ ҫулӗпе утать. Йӑлтах уявран пуҫланнӑ: Равиль тата Мэриам Галеевсем Комсомольски районне праҫнике килсен паллашнӑ. Ун чухне каччӑ – 7-мӗш, хӗр -6-мӗш класра вӗреннӗ. Вӗсен туслӑхӗ майӗпен юратӑва куҫнӑ.
Галеевсем пилӗк ачан кун ҫути панӑ. Халӗ вӗсен 9 мӑнук, вӗсен 6 ачи пур. Мӑшӑрӑн нимӗнле вӑртӑнлӑх та ҫук: пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑнмалла, чӑтӑмлӑрах пулмалла, уйрӑмах – хӗрарӑмӑн.
Палӑртмалла: кӑҫал Патӑрьел районӗнче 120 мӑшӑр ылтӑн, изумруд, кевер тата тимӗр туя паллӑ тӑвать. Вырӑнти администраци вӗсенчен 38-шне саламланӑ ӗнтӗ. Ыттисене ҫулла тата кӗркунне иртекен уявсенче чыслӗҫ.
Элӗк районӗнчи пӗр фермӑра хӗрарӑма ӗне тӗкнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулнӑ. Каҫхи 10 сехетре ӗҫ вӑхӑтӗнче 38 ҫулти хӗрарӑма ӗне сӗкнӗ. Суранланнӑскере ҫав каҫах пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн аяк пӗрчи хуҫӑлнӑ.
Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче те кунашкал пӑтӑрмах пулнӑччӗ. Ун чухне 39 ҫулти арҫынна ӗне темиҫе хутчен те тӗкнӗ. Унӑн кӑкӑр шӑмми суранланнӑ, темиҫе аяк пӗрчи хуҫӑлнӑ.
Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Арапуҫ ялӗнче пурӑнакан 49 ҫулти арҫын икӗ ҫынна вӗлернӗшӗн суд сакки ҫине ларнӑ. Судья ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 18 ҫул та 3 уйӑх та 10 кунлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Палӑртмалла: ҫак арҫын унччен ҫынна вӗлерессипе хӑратнӑшӑн судра явап тытнӑ.
Ҫак тискер ӗҫ 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. 49-ти арҫын кӳршисем патне, 51-ти упӑшкипе 47-ри арӑмӗ патне, пирус ыйтма пынӑ. Анчах ӳсӗрскере алӑк уҫса кӗртмен, ку вара парӑнман – хӑйӗх пӳрте кӗнӗ. Хайхискер унта кил хуҫипе хирӗҫсе кайнӑ, ӑна кӑкӑрӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Шӑв-шава илтсе арӑме вӑраннӑ, кӳрши ӑна мӑйӗнчен чикнӗ. Упӑшкипе арӑмӗ ҫавӑнтах вилнӗ, арҫын вара тухса кайнӑ.
Ҫак тискер ӳкерчӗке 9 ҫулти хӗрача, вилнӗ арҫынпа хӗрарӑмӑн хӗрӗ, курнӑ. Вӑл пытанма ӗлкӗрнӗ. Кайран вал урӑх ялта пурӑнакан аппӑшӗ патне шӑнкӑравласа ҫитме тӑрӑшнӑ, анчах укҫи пулман. Ирхине аппӑшӗ хӑй шӑнкӑравланӑ, ҫӗрле мӗн пулса иртни пирки тин пӗлнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |